Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Фессалоникисем патне 1-мӗш 5 - Синодальный НЗ


5-мӗш сыпӑк

1 Эй, тӑвансем! Юлашки вӑхӑтсем ҫинчен, самант хӑҫан ҫитесси ҫинчен ҫырмашкӑн кирлех те мар пулӗ тетӗп.

2 Хуҫамӑрӑн кунӗ каҫхи вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килессе эсир хӑвӑрах аван пӗлетӗр.

3 Ҫынсем «лӑпкӑ та хӑрушсӑр» тенӗ чухне кӗтмен ҫӗртен аркану килет, вӑл ача ҫуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хӑтӑлаймӗ.

4 Анчах та эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫав юлашки кун сирӗншӗн вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килсе тухмӗ.

5 Мӗншӗн тесен эсир пурте – ҫутӑ ачисем, кун ҫути ачисем. Эпир каҫ ачисем те, тӗттӗмлӗх ачисем те мар.

6 Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар.

7 Мӗншӗн тесен, сыхлӑха ҫухатса, ҫывӑракан ҫӗрле ҫывӑрать, ӗҫсе ӳсӗрӗлекен те ҫӗрле ӗҫет.

8 Эпир вара, кун ҫути ачисем пулнӑ май, ӗненӳпе юратулӑхӑн тимӗр тумне тата ҫӑлӑнас шанчӑкӑн шлемне тӑхӑнар, хамӑр ӑс-тӑна ҫухатар мар.

9 Турӑ пире Хӑйӗн ҫиллине кӑтартма мар, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ҫӑлӑнӑҫ пама палӑртса хунӑ.

10 Пире пурӑннӑ чухне те, вилсессӗн те Хӑйӗнпе пултарас тесе, Христос пирӗншӗн пурӑнӑҫне панӑ.

11 Ҫапла вара, халӗ эсир пӗр-пӗрне мӗнле ӳкӗтлесе, ӑс парса пурӑнатӑр, малашне те ҫаплах пулӑр.


Ҫыру вӗҫӗнче ӳкӗтленисем, саламсем

12 Эй, тӑвансем! Эпир сире хӑвӑр хушшӑрта ӗҫлекенсене – Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пултармашкӑн ертсе пыракансене тата вӗрентекенсене – сума сума ыйтатпӑр.

13 Вӗсене ӗҫӗсемшӗн юратӑр, пысӑка хурса хисеплӗр. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр.

14 Тӑвансем! Сире тархасласах калатпӑр: наянсене ӗҫлеме ӳкӗте кӗртӗр, хавшак чунлисене хавхалантарӑр, вӑйсӑррисемшӗн тӗрек пулӑр. Пуринпе те чӑтӑмлӑ пулӑр.

15 Асӑрхӑр, усала хирӗҫ усалпа никам та ан тавӑртӑр. Пӗр-пӗрне те, ыттисене те – яланах ырӑ тума тӑрӑшӑр.

16 Яланах савӑклӑ пулӑр.

17 Тӑтӑшах кӗлтӑвӑр.

18 Пуриншӗн те тав тӑвӑр, сире, Христоса ӗненекенсене, Турӑ ҫапла хушать.

19 Турӑ Сывлӑшне сӳнме ан парӑр.

20 Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни ан пултӑр.

21 Ку аван-и, аван мар-и тесе шухӑшлӑр та, аванни хыҫҫӑн кайӑр.

22 Тӗрлӗ усалтан аякра тӑрӑр.

23 Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр.

24 Ҫакна хӑвӑра Чӗнекен тӑвӗ, Вӑл Хӑйӗн сӑмахне тытать.

25 Тӑвансемӗр! Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр.

26 Ӗненекен мӗн пур тӑванӑмӑрсене сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр.

27 Хуҫа Турра асӑнса тархаслатӑп: ҫак ҫырӑва мӗн пур ӗненекен тӑвансене вуласа парӑр.

28 Сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ