Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -

Фессалоникисем патне 1-мӗш 3 - Синодальный НЗ


3-мӗш сыпӑк

1 Ҫавӑнпа та, уйӑрӑлӑва текех чӑтаймасӑр, Афинӑрах юлас терӗмӗр.

2 Тимофей тӑванӑмӑра вара, Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе Турӑшӑн вӑй хуракан ӗҫри юлташӑмӑра, сире хавхалантарса ӗненӗвӗре ҫирӗплетме ятӑмӑр.

3 Ҫак хӗсӗрленӗ тапхӑрта сирӗнтен пӗри те ӗненӳ пирки ан иккӗлентӗр терӗмӗр. Вӑл асапа пире тӳсме пӳрнине хӑвӑрах пӗлетӗр.

4 Астӑватӑр-и, хамӑра кӗтекен асапсем пирки эпир сире хӑвӑр патӑрта чухне малтанах асӑрхаттарнӑччӗ. Калани чӑна килнине халӗ хӑвӑрах куратӑр.

5 Шуйттан сире илӗртсе улталасран, хамӑр тӑрӑшса ӗҫлени харама каясран эпӗ шиклентӗм. Ҫавӑнпа та, ырана хӑвармасӑр, сирӗн ӗненӗвӗр мӗнешкел ҫирӗппине пӗлмешкӗн Тимофея ятӑм.

6 Халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпарпа тавӑрӑнчӗ. Сирӗн ӗненесси те, юратасси те иксӗлмен иккен. Эсир пире ырӑпа кӑна асӑнни ҫинчен те, эпир сире курасшӑн пулнӑ пекех эсир те пире курасшӑн иккенне те Тимофей каласа кӑтартрӗ.

7 Вара эпир хамӑра хӗсӗрленине, йывӑр килнине пӑхмасӑрах, сирӗншӗн, тӑвансем, савӑнтӑмӑр; сирӗн ӗненӗвӗре курса лӑплантӑмӑр.

8 Эсир Хуҫа Турра ҫирӗп ӗненнине пӗлсессӗн пирӗн чун хавалӗ ҫӗкленчӗ.

9 Сирӗншӗн тата пире Туррӑмӑр умӗнче эсир кӳнӗ савӑнӑҫшӑн Турра тав туса та ҫитереес ҫук.

10 Сирӗнпе курнӑҫасчӗ тесе, ӗненӳре мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса кӗлтӑватпӑр.

11 Атте Туррӑмӑр тата Иисус Христос Хуҫамӑр пирӗн ҫул-йӗре сирӗн пата ҫавӑртӑрах.

12 Эпир сире юратнӑ пекех, Хуҫа Турӑ сире пӗр-пӗрне те, ыттисене пурне те юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ.

13 Ҫав юратулӑхпа Вӑл сире, Иисус Христос Хуҫамӑр Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисемпе пуринпе те тепре киличчен, ҫирӗплӗх патӑрччӗ; сирӗн Атте Турӑ умне таса сӑваплӑхпа тӑмалла пултӑрччӗ. Аминь.

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Institute for Bible Translation, Russia
ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:



ကြော်ငြာတွေ