3 Карчӑксем ӗненекене килӗшӳллӗ пек тумланччӑр; элеклемесӗр, сӑра-эрех ӑшне путмасӑр пурӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр.
Вӗсем йӗркесӗр, аскӑн, чее, ҫӑткӑн, ҫилӗллӗ, кӗвӗҫ, ҫын вӗлерекен, чӑркӑш, ултавлӑ, хаяр кӑмӑллӑ,
Эсир ҫав хӗрарӑма Хуҫа Турӑ ячӗпе, ӗненекенсене тивӗҫлӗ пек, хапӑл тусамӑр. Хӑвӑр патӑрта ӑна мӗн кирлипе пулӑшсамӑр. Вӑл хӑй те нумайӑшне, ҫав шутрах мана та, пулӑшнӑ.
Турра ӗненекенсен хӑйсене тивӗҫлӗ тыткаламалла, ҫавӑнпа сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑхпа тӗрлӗ ирсӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх пирки калаҫу та ан пултӑр.
Чиркӳре пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсен те хисепе тивӗҫ пулмалла. Вӗсем элекҫӗсем ан пулччӑр, хӑйсене хӑйсем тытма пӗлччӗр, пур енчен те шанчӑклӑ пулччӑр.
Ҫавнашкалах диаконсем те хисепе тивӗҫ ҫынсем пулмалла. Вӗсем икӗ питлӗ, ӗҫкӗҫ, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан ҫынсем ан пулччӑр.
Шыв ӗҫсе кӑна ан пурӑн, малашне кӑштах хӗрлӗ эрех те ӗҫкеле. Вара вар-хырӑмна усӑ пулӗ, тӑтӑшах чирлемӗн.
Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр.
Вӗсем ҫамрӑк арӑмсене упӑшкипе ачи-пӑчине юратма,
Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекен пулмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, анчах та сире Турӑ сӑмахне каллех пуҫламӑшӗнченех вӗрентмелле, сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ.
Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли пур: эсӗ хӑйне пророк теекен хӗрарӑма, Иезавеле, чармастӑн. Вӑл вара Манӑн чурамсене аскӑнланса пурӑнма, чӳк ҫимӗҫӗ ҫиме улталаса вӗрентет.