Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 2-мӗш 4:3 - Синодальный НЗ

3 Вӑхӑт ҫитсессӗн ҫынсем чӑн вӗрентнине итлес темӗҫ. Хӑйсен кӑмӑлне тивӗҫтермешкӗн вӗсем йӑпӑлтатакан, хитре калаҫакан вӗрентекенсене суйлӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 2-мӗш 4:3
33 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ.


Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсан, сире хуйхӑ пулӗ, вӗсен мӑн аслашшӗсем те суя пророксене ҫаплах мухтанӑ».


Эпӗ чӑннине каланине вара эсир ӗненместӗр.


Афины ҫыннисем тата хулари урӑх ҫӗр-шыв ҫыннисем мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫса е итлесе вӑхӑта ирттерме питӗ юратнӑ.


Ҫапла вара, тӑвансем, эпӗ сирӗн патӑра Турӑ пӗлтернине хыпарлама пырсассӑн хама ӑсла хурса тата япшар чӗлхеллӗн калаҫмарӑм.


Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм.


Ҫапла вара, чӑннине каланӑшӑн эпӗ сирӗн тӑшманӑр пулса тӑтӑм-и?


ясаррисем валли, арҫынпа асакан арҫынсем валли, чура сутуҫисем валли, элекҫӗсем, выльӑхпа асакан арҫынсем валли, суеҫӗсем, тупа тунине пӑсакансем валли, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫлекен мӗн пур ҫын валли.


Ху манран илтнӗ чӑн-чӑн вӗрентӗве тӗслӗх вырӑнне хурса Иисус Христос панӑ ӗненӳпе тата юратулӑхпа пурӑн.


«Юлашки вӑхӑтсенче, – тенӗ апостолсем, – хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене тултаракан хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ