21 Хӗл лариччен килме тӑрӑш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, ытти ӗненекен тӑвансем те салам яраҫҫӗ.
Хӑвӑнпа судлашас текенпе пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинчех ҫураҫма тӑрӑш. Ахальлӗн вӑл сана судья патне илсе пырӗ, судья вара сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ.
Мӗн пур ӗненекен тӑвансенчен сире салам. Эсир те пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр.
Сирӗнте пурсӑрта та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ, Атте Турӑ юратулӑхӗ тата Святой Сывлӑш паракан тӑванлӑх пултӑр. Аминь.
Сӑваплӑ ҫынсем пурте, уйрӑммӑнах император ҫуртӗнчисем, сире салам калаҫҫӗ.
Эсӗ маншӑн куҫҫуль тӑкнине асилетӗп те – сана курассӑм килет. Курса чун-чӗререн савӑнӑттӑмччӗ.
Эпӗ Троадӑра Карп патӗнче ҫиелти тумтирӗме хӑварнӑччӗ, килнӗ чухне ҫавна илсе кил. Тата унтан манӑн кӗнекесене, уйрӑмах тир ҫине ҫырнисене, илсе кил.
Эсӗ ман пата хӑвӑртрах ҫитме тӑрӑш,
Эпӗ сан патна Артемӑна е Тихика ярсан, эсӗ ман патӑма Никополе хӑвӑртрах кил: эпӗ унта хӗл каҫма шут тытрӑм.
Турӑ суйласа илнӗ пӗртӑванун ачисем сана салам калаҫҫӗ. Аминь.
Сан патна ҫитсе куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп.