Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 2-мӗш 4:17 - Синодальный НЗ

17 Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе, мана Хуҫа Турӑ пӑрахмарӗ, вӑй пачӗ. Ҫапла вара эпӗ хама арӑслансене пӑрахса парасран хӑтӑлса юлтӑм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 2-мӗш 4:17
35 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Сире суда тытса парсан мӗн каласси, мӗнле каласси пирки ан кулянӑр, сирӗн калас сӑмахӑр ҫав самантра чӗлхе ҫинчех пулӗ.


Пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен халӗ нумайӑшӗ ҫыра пуҫларӗҫ ӗнтӗ.


мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ.


Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха».


Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ.


Манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсен хурри пулас марччӗ, эпӗ тӑрӑшни Иерусалимри ӗненекен тӑвансемшӗн усӑллӑ пултӑрччӗ.


Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп.


Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.


Хама вӑй-хӑват панӑ Христос Иисус Хуҫамӑра тав тӑватӑп. Вӑл мана шанса Хӑйшӗн ӗҫлеме ирӗк пачӗ.


Ҫапла вара, ывӑлӑм, Христос Иисусри ырӑлӑхпа тӗреклен.


Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн.


Эсӗ вара пур тӗлӗшӗнчен те тимлӗ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпар сар, хӑвӑн тивӗҫе пурнӑҫла.


Ӗненӗве пула ҫав ҫынсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳрӗлӗхлӗ пурӑнӑҫ тунӑ, Турӑ шантарнине илме пултарнӑ. Вӗсем арӑслансене йӑвашлатнӑ,


Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.


Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ