Вавилон сире епле асап кӑтартрӗ, эсир те ӑна ҫаплах тавӑрса парӑр. Ӗҫӗсене кура ӑна икӗ хут та ытларах тавӑрса парӑр. Хӑвӑра ӗҫтернӗ куркана эсир ун валли икӗ хут та хаяртарах эрех ярса хатӗрлӗр.
Вӗсем хыттӑн: «Святой тата Чӑн Патшамӑр! Мӗншӗн Эсӗ ҫак тарана ҫитсе те ҫӗр ҫинчи ҫынсене пирӗн юншӑн суд туса тавӑрмастӑн? Тата хӑҫанччен кӗтмелле?» – тесе ӳпкелешрӗҫ.