Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 2-мӗш 4:12 - Синодальный НЗ

12 Тихика эпӗ Ефеса ятӑм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 2-мӗш 4:12
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫапла вӗсем Ефес хулине ҫитнӗ. Унта Павел, Прискиллӑпа Акилӑран уйӑрӑлса, синагогӑна кӗнӗ те иудейсемпе калаҫма пуҫланӑ.


Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ.


Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсенче ҫул ҫӳренӗ. Унтан вӑл Ефеса ҫитнӗ те хӑш-пӗр вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.


Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Ӗнтӗ тек эсир мана кураяс ҫуккине пӗлетӗп.


Унпа пӗрле Аси таранах Вери ҫынни Пирр Сосипатрӗ, фессалоникӑсем Аристархпа Секунд, Дерви ҫынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынӑ.


Манӑн ӗҫ-пуҫ ҫинчен, эпӗ мӗн туни ҫинчен вара сире Тихик каласа парӗ. Вӑл манӑн юратнӑ ӗненекен тӑванӑм, Хуҫа Туррӑмӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи.


Эпӗ ӑна сирӗн патӑра хамӑр ҫинчен каласа пама тата сире хавхалантарма ятӑм.


Ман ҫинчен сире ӗненӳри юратнӑ тӑванӑмӑр, Хуҫамӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи, ӗҫри юлташӑм Тихик каласа парӗ.


Хам Македоние ҫула тухас умӗн эпӗ сана Ефесрах юлма ыйтнӑччӗ, унти суя вӗрентӳсем саракансене чарӑнма хушса ӳкӗтлеме ыйтсаттӑм.


Эпӗ сан патна Артемӑна е Тихика ярсан, эсӗ ман патӑма Никополе хӑвӑртрах кил: эпӗ унта хӗл каҫма шут тытрӑм.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ