Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 2-мӗш 4:11 - Синодальный НЗ

11 Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 2-мӗш 4:11
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ».


Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ. Мӗншӗн тесен чӗнни нумай та – суйласа илни сахал».


Ун чухне кайрисем малта пулӗҫ, малтисем кайра пулӗҫ».


Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ.


Хушнӑ ӗҫӗсене пурнӑҫласан Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохине тавӑрӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем Марк текен Иоана та илнӗ.


Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана та илесшӗн пулнӑ.


Ҫавӑн пирки вӗсем хирӗҫсе каймаллах тавлашнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Варнава вара Марка хӑйпе пӗрле илнӗ те, шывпа ишсе, Кипра кайнӑ.


Ҫак курӑну хыҫҫӑнах эпир Македонине кайма шухӑшларӑмӑр, Хуҫамӑр пире унта Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме чӗнет пулӗ терӗмӗр.


Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Аристарх тата Варнавӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Марк сире салам яраҫҫӗ. (Хӑвӑр патӑра пырсассӑн Марка хапӑлласа йышӑнӑр тесе сире хушнӑччӗ ӗнтӗ.)


Пирӗн савнӑ тухтӑр Лука тата Димас сире салам яраҫҫӗ.


Асирисем пурте, ҫав шутрах Фигелпа Ермоген та, мана пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ.


Ҫапла вара, йӗркесӗрлӗхрен тасатнӑ ҫын чаплӑ савӑт евӗр. Вӑл – Хуҫине юрӑхлӑ, сӑвапласа тасатнӑ, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫре усӑ курмалли хатӗр.


Манӑн ӗҫри юлташӑмсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука сана салам калаҫҫӗ.


Сире Вавилонри хӑвӑр пекех суйласа илнӗ ӗненекенсем тата ӗненӳри ывӑлӑм Марк салам яраҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ