7 Вӗсем ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӗрентӳсем хыҫҫӑн хӑваласа чӑнлӑх мӗнне пӗлеймесӗрех юлаҫҫӗ.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.
Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?
Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.
Турӑ мӗн пур ҫын ҫӑлӑнтӑр, чӑнлӑха пӗлсе ҫиттӗр тет.
Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗте кӗртмелле. Шуйттан вӗсене хӑй танатине лектернӗ, хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Ҫав танатаран хӑтарасчӗ тесе, чӑнлӑха пӗлмешкӗн Турӑ вӗсене ӳкӗнтерессе шанса вӗрентмелле.
Кун пирки калаҫмалли нумайччӗ, анчах та сире, итлеменскерсене, тӑнлантарма йывӑр.