Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ.
Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать.
Мӗншӗн ҫырас терӗм-ха? Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем сирӗн хушшӑра вӑрттӑн шӑвӑнса кӗчӗҫ. Унашкаллисене айӑплав пуласси ҫинчен Ҫырнинче тахҫанах каланӑ. Турра хисеплемен ҫав ҫынсем Турӑ панӑ ырӑлӑха пула тем тума та юрать теҫҫӗ. Хӑйсем вара пӗртен-пӗр Патша Турра, Иисус Христос Хуҫамӑра йышӑнмаҫҫӗ.