Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 2-мӗш 3:2 - Синодальный НЗ

2 Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 2-мӗш 3:2
43 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, пуянлӑха ан хапсӑнӑр, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ пурлӑх нумаййинчен килмест».


Укҫа юратакан фарисейсем те ҫак сӑмахсене илтнӗ. Вара вӗсем Иисусран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ.


Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.


Нумаях та пулмасть хӑйне аслӑ ҫын вырӑнне хуракан пӗр Февда ятлӑскер сиксе тухнӑччӗ. Ун тавра тӑватӑ ҫӗре яхӑн ҫын та пуҫтарӑннӑччӗ. Анчах та ӑна вӗлерсен, унӑн ушкӑнӗнчисем пурте саланса пӗтрӗҫ.


ытти туратсем умӗнче пуҫна ан каҫӑрт. Пуҫна каҫӑртсан ҫакна асту: тымарсене эсӗ чӗрӗлӗх памастӑн, вӗсем сана чӗрӗлӗх параҫҫӗ.


Чӗррисем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлнишӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ.


Ыттисем пурте Иисус Христоса юрӑхлишӗн мар, хӑйсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.


Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех.


Ҫавскер мӗн пуррине йӑлтах хирӗҫлӗ. «Турӑ», «сӑваплӑх» тетпӗр эпир. Вӑл вара хӑйне вӗсенчен те ҫӳле хурӗ. Турӑ Ҫуртне вӑл Турӑ пек кӗрсе ларӗ те хӑйне Турӑ тесе пӗлтерӗ.


Ҫавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпӗ вӗсене, Турра хурласа калаҫма юраманнине пӗлччӗр тесе, шуйттана патӑм.


Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли,


Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр.


Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ.


ҫавӑ мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест. Анчах та, ҫиеле тухасшӑн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кӗвӗҫӳ, хирӗҫӳ, йывӑр сӑмах, киревсӗр шанманлӑх ҫуратаҫҫӗ.


Вӗсем сутӑнчӑк, сӗмсӗр, каппайчӑк пулӗҫ; Турра юратас вырӑнне киленсе пурӑнма юратӗҫ.


«Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат», – тенӗ Ҫырнинче. Енчен те эсир ҫак патшалла саккуна тытса пурӑнатӑр пулсан аван тӑватӑр.


эсир мӑнкӑмӑллӑн каппайланатӑр. Ҫакнашкал мухтанса ҫӳрени вӑл пит усал.


Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».


Эсир те, кӗҫӗннисем, аслисене итлӗр. Вара пурте, пӗр-пӗрне итлесе, пӗр-пӗринпе сӑпайлӑ та йӑваш пулӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ мӑн кӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене Хӑйӗн тивлетне парать.


Ӳт-пӳ хистенин пӑсӑклӑхӗ хыҫҫӑн каякансемпе, тӳпери влаҫсене ним вырӑнне те хуманнисемпе мӗн тумаллине вара Турӑ тата лайӑхрах пӗлет. Ҫавнашкаллисем чӑрсӑрланма, кутӑнлашма юратаҫҫӗ, ҫӳлти ангелсене хурлама та именмеҫҫӗ.


Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем хӑйсем пӗлменнине хурлаҫҫӗ. Вӗсем – тытса вӗлерме кӑна ҫуралнӑ, ҫут ҫанталӑк хистенипе кӑна пурӑнакан ӑссӑр тискер кайӑк евӗрлӗ; вӗсен, пӑсӑкскерсен, пӗтмелле пулӗ.


Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен хӑпартланчӑк пуш сӑмахӗсемпе йӑнӑш ҫул ҫинчен анчахрах пӑрӑннисене ӳт-пӳ хистенин аскӑнлӑхне ҫаклатаҫҫӗ.


Сире ултавлӑ сӑмахпа ҫавӑрса вӗсем пуяс кӑмӑлне тултарӗҫ. Анчах та вӗсене айӑплав хунӑ та ӗнтӗ, вӗсем пӗтесси инҫе мар.


Вӗсем яланах ӳпкелешеҫҫӗ, нӑйкӑшаҫҫӗ, Турра хисеплемесӗр тата Турӑ йӗркине пӑсса ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ, хӑйсене усӑллӑ чухне йӑпӑлтатма та именмеҫҫӗ.


Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑнӑ чухне эпӗ тинӗсрен тухакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑка куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ пуҫ кӑшӑлӗччӗ, кашни пуҫӗ ҫинех Турра хурлакан пӗрер ят ҫырнӑ.


Анчах та, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнес вырӑнне, вӗсем инкек-асапӗсемшӗн Ҫӳлти Турра хурларӗҫ.


Ҫынсем ҫине пӗлӗтрен темиҫе пӑт йывӑрӑш пӑр катӑкӗсем ҫурӗҫ. Ҫынсем, ҫакнашкал пӑр ҫунин инкекӗ пит пысӑк пулнӑран, асапа тӳсеймесӗр, Турра ылханчӗҫ.


Ӗнтӗ ҫынсене вӑйлӑ шӑрӑх ҫунтара пуҫларӗ, анчах та вӗсем, ӳкӗнсе Турра мухтас вырӑнне, инкексене пӗтерме пултаракан Турӑ ятне хурларӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ