Ытти мӗн пур ҫырӑвӗсенче те вӑл ҫавӑн ҫинченех калать. Унӑн ҫырӑвӗсенче ӑнланма йывӑр вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та пӗли-пӗлми калаҫакан, ҫирӗп ӗненмен ҫынсем Павел ҫырӑвӗсене, Ҫырнинчи ытти вырӑнсем пекех, пӑсса ӑнлантараҫҫӗ. Уншӑн вӗсен пӗтмелле пулӗ.
Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».