6 Тертленсе тырӑ-пулӑ ӳстернӗ ҫӗр ӗҫченӗ те хӑйӗн пайне чи малтан илме тивӗҫ.
Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хуҫа евӗрлӗ. Ҫав хуҫа ирхине ирех иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ҫынсене тара тытма тухнӑ.
Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал. Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр.
Ҫакна эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн, унӑн ырӑлӑхне ыттисемпе пӗрле пайласчӗ тесе тӑватӑп.
Эпӗ мӗн калани пирки тӗплӗн шухӑшла. Хуҫамӑр сана йӑлтах ӑнланмалла тутӑрах.
Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр.
Тӑтӑш ҫуса тӑракан ҫумӑра сӑхса, ӗҫлекене тыр-пул ӳстерсе паракан ҫӗр Турӑран пиллӗх илет.