Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.
Пачах урӑхла, Турӑ пире Ырӑ Хыпар вӗрентме епле шанса панӑ, ҫапла вӗрентетпӗр те. Эпир ҫынсене юрама тӑрӑшмастпӑр, хамӑр чӗресене тӗрӗслекен Турра юрама тӑрӑшатпӑр.
Иисус Христос Хуҫамӑра тата Ҫӑлаканӑмӑра пӗлнипе пӗрре ҫак тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлса тепре каллех ун ӑшне путакан, ирсӗрлӗхе пӑхӑнакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.