Тимофей патне 2-мӗш 2:25 - Синодальный НЗ25-26 Хӑйне хирӗҫлекенсене те унӑн йӑвашшӑн ӳкӗте кӗртмелле. Шуйттан вӗсене хӑй танатине лектернӗ, хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Ҫав танатаран хӑтарасчӗ тесе, чӑнлӑха пӗлмешкӗн Турӑ вӗсене ӳкӗнтерессе шанса вӗрентмелле. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр!