21 Ҫапла вара, йӗркесӗрлӗхрен тасатнӑ ҫын чаплӑ савӑт евӗр. Вӑл – Хуҫине юрӑхлӑ, сӑвапласа тасатнӑ, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫре усӑ курмалли хатӗр.
Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ.
Эппин, ҫӗнӗ чуста пулас тесен, кивӗ кӑвас тӗпне хырса тӑкӑр. Эсир ҫӗнӗ, йӳҫӗтмен чуста, мӗншӗн тесен пирӗн пасха Путеккине, Христоса, пирӗншӗн парнелӗхе кӳнӗ.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Акӑ мӗнле сӑмах парса шантарнӑ пире. Эппин хамӑра хамӑр ӳт-пӳпе чунӑн тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен тасатар, Турӑран хӑраса сӑваплӑх патне ӑнтӑлар.
Турӑ хӑватлӑ: сирӗн яланах пур тӗлӗшӗнчен те ҫителӗклӗ пурӑнса, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫсем тума май пултӑр тесе, Вӑл сире тӗрлӗ ырӑлӑхне туллиех парӗ.
Мӗншӗн тесен пире Турӑ ҫапла пултарнӑ: Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ туса, пире Хӑй палӑртнӑ ырӑ ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн хатӗрленӗ.
Эсӗ вара, Туррӑн ҫынни, унашкаллинчен пӑрӑнса ҫӳре; тӳрӗлӗх, Турра хисеплени, ӗненӳ, юратулӑх, чӑтӑмлӑх, йӑвашлӑх патне ӑнтӑл.
Юрӑхсӑр, пуш калаҫусенчен пӑрӑн, мӗншӗн тесен пуш сӑмах вӗҫтерекенсем сӳпӗлтете-сӳпӗлтете Турра хисеплеми пулсах пырӗҫ.
Пысӑк кил-ҫуртра вара ылтӑн-кӗмӗл савӑт кӑна мар, йывӑҫпа тӑм савӑт та пур. Пӗрисемпе чаплӑ лару-тӑрура усӑ кураҫҫӗ, теприсемпе – кулленхи пурӑнӑҫра.
Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил.
Ҫакна астутарсах тӑр: вӗсем пуҫлӑхсене, влаҫсене итлесе, пӑхӑнса пурӑнччӑр, кирек епле ырӑ ӗҫ тума та хатӗр пулччӑр.
Усси пултӑр тесен, хамӑр ҫынсем те кулленхи пурӑнӑҫра ырӑ тума, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗренччӗр.
Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ.
Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.
Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ.
Ӑна шанса пурӑнакан кашни ҫынах, Христос пек таса пуласчӗ тесе, хӑйне тасатать.