18 чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӑсаҫҫӗ.
«Манӑн Ҫӳлти Аттем акман кирек епле ӳсен-тӑран та кӑкланӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус.
Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр.
Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ.
Турӑран пулсан, эсир ӑна пӗтереймӗр. Асӑрханӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса тӑмалла ан пултӑрччӗ сирӗн».
Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӗненекенсем палӑрмашкӑн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑшлӑх пулмаллах.
Эпир сире Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентетпӗр пулсан, епле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗри вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ теме хӑять?
Ҫапла вара, Христоспа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлтӗр пулсан, тӳпенелле ӑнтӑлӑр. Унта, Туррӑн сылтӑм енче, Христос ларать.
ӗненӳллӗ те таса чунлӑ пул. Хӑшӗ-пӗрисем ҫав пахалӑхсене ҫухатрӗҫ те, вӗсен ӗненӗвӗ карап путнӑ пек путланчӗ.
Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ.
Шел пулин те, хӑшӗ-пӗрисем, ҫавнашкал пӗлӳ хыҫҫӑн кайса, ӗненӳрен пӑрӑнчӗҫ. Сана Турӑ тивлечӗ пултӑр. Аминь.
Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ.
Вӗсен ҫӑварӗсене хупламалла: мула хапсӑннипе вӗсем Турра юрӑхсӑррине вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, ҫапла вара ҫынсене килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.
Ҫавӑнпа Эпӗ вӑл ӑрӑва ҫилленсе ҫапла каларӑм: кусем шухӑш-кӑмӑлӗпе яланах аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫул-йӗрӗме пӗлес темерӗҫ.
Эй, тӑвансем! Сирӗнтен пӗри-пӗри чӑнлӑхран пӑрӑнса кайсан, тепри ӑна чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тавӑртӑр.
Вӗсем хамӑр хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем нихӑҫан та пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулсассӑн, пирӗнпех юлӗччӗҫ. Анчах вӗсем пирӗн йышран тухрӗҫ, ҫапла майпа вӗсем пуртех те пирӗннисем марри палӑрчӗ.