Эпир хамӑр патӑмӑртан тухса кайнӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире тем те пӗр каласа пӑтраштарса янӑ текен сӑмаха илтрӗмӗр. Вӗсем ӳт кастармалла, Моисей саккунӗпе пурӑнмалла тесе сире иккӗлентерсе янӑ имӗш. Эпир вӗсене унашкал калама хушса яманччӗ.
Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ.
Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать.
Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай.
Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.