Вара йӗкӗрешсем ҫураличченех, ырӑ е усал тума ӗлкӗричченех Турӑ Ревеккӑна: «Асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ», – тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ачасене ӳссессӗн тӑвас ӗҫӗсене кура мар, Хӑй суйласа илнӗ. Унӑн, Чӗнекенӗн, ирӗкӗ ҫапла пулнӑ.
Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ.
Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.