Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 2-мӗш 1:6 - Синодальный НЗ

6 Ҫавӑнпа та асту, Турӑ панӑ пултарулӑха сӳнме ан пар; ҫав пултарулӑха эпӗ сана алӑ хурсах парсаттӑм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 2-мӗш 1:6
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ.


Павел вӗсем ҫине аллине хурсан, вӗсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе тата пророкла калаҫа пуҫланӑ.


Вӗсене апостолсем умне тӑратнӑ. Апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.


Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр.


Эсӗ ҫакна ӗненекен тӑвансене ӑнлантарса парсассӑн, Иисус Христосӑн лайӑх тарҫи пулатӑн. Лайӑх тарҫӑ вара ӗненӳ сӑмахӗсенчен тата хӑй йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳрен вӑй-хӑват илет.


Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ.


Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.


Эсир ҫакна пӗлсе тӑратӑр, хӑвӑра пӗлтернӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр. Апла пулин те, эпӗ сире ун ҫинчен астутарсах тӑмашкӑн пӑрахмӑп.


Савнӑ тӑвансем! Ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп. Шухӑшӑрсем таса пулччӑр тесе хамӑн ҫырусенче эпӗ сире ҫакӑн пирки аса илтерсех тӑратӑп:


Ҫакна эсир пӗлетӗр пулин те, татах асилтерес тетӗп: Хуҫа Турӑ Хӑйӗн халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса ҫӑлса хӑварнӑ, анчах та ӗненес теменнисене кайран пӗтернӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ