Патша та кун пирки пӗтӗмпех пӗлет, ҫавӑнпа та эпӗ хӑюллӑнах калаҫатӑп. Мӗн те пулин унран пытарса хӑварнӑ пулӗ тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен ку ӗҫ куҫ хыҫӗнче пулса иртмен.
Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпӗ ҫакна ҫирӗп ӗненетӗп: хӑйне тӗллӗн нимӗн те таса мар пулмасть. Кам мӗне те пулин таса мар тесе шутлать, ҫавӑ уншӑн таса мар.
Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.
Шантарни пурнӑҫланнине курма май килмен пулин те, вӗсем пурте ӗненӳпех вилнӗ. Вӗсем Турӑ шантарни хӑҫан та пулин ҫитессе пӗлнипех савӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче хӑйсем ҫулҫӳревҫӗсем, ютран килнӗскерсем пулнине уҫҫӑнах каланӑ.