Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 2-мӗш 1:3 - Синодальный НЗ

3 Эпӗ Турӑшӑн мӑн асаттемӗрсем пекех таса чунпа ӗҫлесе тӑратӑп. Хамӑн кӗллӗмре эпӗ сана ҫине-ҫинех, ирӗн-каҫӑн асилетӗп, саншӑн Турра тав тӑватӑп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 2-мӗш 1:3
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав сакӑр вун тӑватӑ ҫулхи упӑшкасӑр карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен кайманпа пӗрех. Вӑл, Турра хисеплесе, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, кунӗн-ҫӗрӗн кӗлтунӑ.


«Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.


Павел синедрионра ларакансем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ мӗн ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм».


Анчах та эпӗ пӗр япала пирки тунмастӑп. Эпӗ чӑнах та хама айӑплакансем тӗрӗс мар ӗненӳ текен вӗрентӗве тытса пыратӑп. Ҫав вӗрентӳ тӑрӑх эпӗ Моисей саккунӗнче ҫырнине тата пророксем каланине пӗтӗмпех ӗненсе тӑрса, мӑн асаттемӗрсен Турришӗн тӑрӑшатӑп.


Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп.


Иудейсем пурте ман пурӑнӑҫӑм ҫинчен аван пӗлеҫҫӗ. Мӗн ҫамрӑкранпах эпӗ тӑван халӑх хушшинче Иерусалимра пурӑнтӑм.


Мӗншӗн тесен мана кӗҫӗр чун-чӗремпе Ӑна ҫеҫ парӑнса, Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑракан Туррӑмӑн ангелӗ курӑнчӗ.


Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса чӑн калатӑп, суймастӑп. Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ таса чунӑм та ҫакна ҫирӗплетсе пӗлтерет:


Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.


Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ.


хамӑн кӗллӗмре сире аса илсе, сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тӑватӑп.


Сирӗнпе курнӑҫасчӗ тесе, ӗненӳре мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса кӗлтӑватпӑр.


ӗненӳллӗ те таса чунлӑ пул. Хӑшӗ-пӗрисем ҫав пахалӑхсене ҫухатрӗҫ те, вӗсен ӗненӗвӗ карап путнӑ пек путланчӗ.


Ӳкӗтӗн тӗллевӗ вара – таса чӗререн, таса чунран, чӑн-чӑн ӗненӳрен килекен юратулӑх.


Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, пӗччен юлсан та, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн Турра йӑлӑнса кӗлтӑвать.


Эсӗ чунтан ӗненнине те асилетӗп. Лоида асаннӳ те, Евника аннӳ те ҫавнашкалах ӗненетчӗҫ. Ҫав ӗненӳ санра пуррине шанатӑп.


Ҫитменнине, эсӗ ачаранах Таса Ҫырнине пӗлсе ҫитӗннӗ. Ҫырнинче мӗн калани сана Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупмашкӑн ӑслӑлӑх парать.


Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗр – Ҫавах.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ