Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 2-мӗш 1:14 - Синодальный НЗ

14 Хӑвна Турӑ шанса панӑ ыррине ӑшӑмӑрти Святой Сывлӑш пулӑшнипе упра.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 2-мӗш 1:14
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа ӗнтӗ, сире ку тӗнчери ултавлӑ мула та шанса пама ҫук пулсан, тӳпери чӑн-чӑннине кам шанса парӗ?


Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ.


Иудейсем пур енӗпе те ытти халӑхсенчен маларах. Уйрӑммӑнах ҫакӑ вӗсене Турӑ сӑмахне шанса панинчен курӑнать.


Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.


Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнатӑр пулсан – вилетӗр. Енчен те Сывлӑш пулӑшнипе ӳт-пӳ илӗртӗвӗ хыҫҫӑн каймастӑр пулсан – чӗрӗ пулатӑр.


Сирӗнте Турӑ Сывлӑшӗ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Анчах та камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, ҫавӑ Христосӑн мар.


Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ пулнине, хӑвӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пуррине пӗлместӗр-им эсир?


Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Святой Сывлӑшӑн ҫурчӗ пулнине пӗлместӗр-им? Ӑшӑрта Турӑран илнӗ Сывлӑш пурӑннӑран эсир ӗнтӗ хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар.


Ҫак ӗҫе эпӗ хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирӗкпе тумастӑп пулсан, шанса панӑ ӗҫӗм вара Турӑ умӗнчи тивӗҫӗм пулать.


Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр.


Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ.


Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ Сывлӑшӗ пулӑшнипе эсир те Турӑ ҫурчӗ пулса пыратӑр.


Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, вӑл путсӗре кӑларать. Ун вырӑнне чун-чӗрӗре Святой Сывлӑшпа тултарӑр.


Тата сире Иуст текен Иисус та салам калать. Иудейсенчен ҫавсем кӑна Турӑ Патшалӑхӗшӗн манпа пӗрле ӗҫлесе тӑчӗҫ, маншӑн чун уҫҫи пулчӗҫ.


Ырӑлӑхлӑ Туррӑн мухтавлӑ Ырӑ Хыпарне пӗлтерме мана та шанса панӑ.


Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Эпӗ сана нумай ҫын умӗнче вӗрентсе каланӑччӗ. Эсӗ ҫавна шанчӑклӑ, ыттисене ӳкӗтлеме пултаракан ҫынсене вӗрент.


Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ