11 Ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол, ытти халӑхсен вӗрентӳҫи тунӑ.
Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ.
Эпӗ апостол мар-им? Ирӗклӗ мар-им? Иисус Христоса, хамӑр Хуҫамӑра, хам куҫпа хам курман-им? Сире Христоспа пӗрлӗхлӗ тӑваканни эпӗ мар-им?
Вӗсем Турӑ йӗркине вӗрентесшӗн, анчах та хӑйсем мӗн каланине, мӗне ӗнентересшӗн пулнине хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ.
ытти халӑхсем хушшине сармашкӑн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол пулма суйланӑ. Эпӗ суймастӑп, Христос умӗнче чӑннине калатӑп! Мана Турра пӗлмен халӑхсене чӑнлӑхпа ӗненӳ ҫинчен каласа вӗрентме суйланӑ.