Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».
Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: Ырӑ Хыпар пӗлтернипе ытти халӑхсем те иудейсемпе пӗрлех еткер илме тивӗҫлӗ, вӗсем те пӗр ӳт-пӳ пайӗсемех, вӗсем те Турӑ Иисус Христос урлӑ пама шантарнине илес ҫынсемех.
Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ.
Ҫавӑнпа та Турӑ этеме панӑ ҫӗнӗ халал Ун урлӑ пулнӑ. Христос пире малтанхи халал саманинче тунӑ ҫылӑхсемшӗн Хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илнӗ, ҫапла майпа Турӑ шантарнӑ ӗмӗрлӗх еткере илме тивӗҫлисем Турӑ пама пулнине илччӗр тенӗ.