9 Пуяс текенсем вара, шуйттан илӗртнипе улталанса, танатана ҫакланаҫҫӗ. Вара вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса шар кураҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ.
Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.
Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать.