4 ҫавӑ мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест. Анчах та, ҫиеле тухасшӑн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кӗвӗҫӳ, хирӗҫӳ, йывӑр сӑмах, киревсӗр шанманлӑх ҫуратаҫҫӗ.
Анчах та кунта тӗрлӗ вӗрентӳсем пирки, ятсем пирки, Моисей саккунӗ пирки тавлашу пырать. Ҫавӑнпа та ку ыйтусене хӑвӑрах татса парӑр. Кунашкал ӗҫре ман судья пулас килмест».
Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ.
Анчах та пушӑ тавлашусенчен пӑрӑн, йӑх-несӗл тымарӗсем ҫинчен сӳпӗлтетнӗ ҫӗре, саккун пирки хӗрсе кайса калаҫнӑ ҫӗре ан хутшӑн, мӗншӗн тесен ку усӑсӑр, харам ӗҫ кӑна.