21 Шел пулин те, хӑшӗ-пӗрисем, ҫавнашкал пӗлӳ хыҫҫӑн кайса, ӗненӳрен пӑрӑнчӗҫ. Сана Турӑ тивлечӗ пултӑр. Аминь.
Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.
Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.
Канӑҫлӑх Турри часах шуйттана ҫапса антарӗ, сирӗн урӑр айне тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр! Аминь.
Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ.
Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асра тытӑр. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.
ӗненӳллӗ те таса чунлӑ пул. Хӑшӗ-пӗрисем ҫав пахалӑхсене ҫухатрӗҫ те, вӗсен ӗненӗвӗ карап путнӑ пек путланчӗ.
Хӑшӗ-пӗрисем, ҫак тӗллеврен пӑрӑнса, пуш сӑмах ҫаптарас ҫул ҫине тӑнӑ.
Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ.
чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӑсаҫҫӗ.
Иисус Христос Хуҫамӑр санӑн чун-чӗмӳпе пӗрле пултӑр! Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр! Аминь.
Манпа пӗрле пурӑнакансем сана пурте салам яраҫҫӗ. Ӗненсе пире юратакансене пурне те салам кала. Пурсӑра та тивлет пултӑр! Аминь.
Сире пурне те Турӑ тивлечӗ пултӑр! Аминь.