17 Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать.
Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана каҫарӗҫ, Святой Сывлӑша хирӗҫ калакана вара кунти пурӑнӑҫра та, лери пурӑнӑҫра та каҫармӗҫ».
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вара Иисус вӗренекенӗсене, – пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме питӗ йывӑр.
Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ.
Каҫ пулсан унта Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр пуян ҫын пынӑ; вӑл та Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ.
Мӗншӗн тесен ҫавсемшӗн пуриншӗн те урӑх халӑх ҫыннисем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл япаласем пурте сире кирлине вара Ҫӳлти Аҫӑр ахалех пӗлсе тӑрать.
Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вӗренекенӗсем тӗлӗнсе хытсах кайнӑ. Анчах та Иисус вӗсене татах ҫапла каланӑ: «Ачамсем, пуянлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр!
Ҫав хулара налук пухакансен пуҫлӑхӗ, Закхей ятлӑ пӗр пуян ҫын, пурӑннӑ.
Иоанн хирӗҫ ҫапла тавӑрнӑ: «Камӑн икӗ тумтир пур, пӗрне чухӑна патӑр. Камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр».
Ҫапах та Вӑл ырӑ ӗҫӗсемпе пире Хӑй ҫинчен астутарсах тӑнӑ: ҫумӑр ҫутарнӑ, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем янӑ, апат-ҫимӗҫ панӑ, чуна савӑнтарнӑ».
Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
Этем аллипе туни нимӗн те Ӑна кирлӗ мар. Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх тата тем те пӗр парса тӑрать.
Юрӗ. Вӗсене ӗненмен пирки хуҫнӑ, эсӗ вара вӗсен вырӑнӗнче ӗненӗве пула тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа пуҫна ан каҫӑрт, хӑра.
Ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑрӑр: нимӗнле аскӑнчӑк та, ирсӗр ҫын та, мулшӑн ҫунакан та Христоспа Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеес ҫук. Унашкалли кӗлеткесене пуҫҫапаканпа пӗрех.
Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.
Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ.
Хам Македоние ҫула тухас умӗн эпӗ сана Ефесрах юлма ыйтнӑччӗ, унти суя вӗрентӳсем саракансене чарӑнма хушса ӳкӗтлеме ыйтсаттӑм.
Эпӗ часах пыраймасан, хӑвна Турӑ ҫуртӗнче епле тыткаламаллине пӗлсе тӑтӑр тетӗп. Турӑ ҫурчӗ вӑл – чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗпе тӗрекӗ.
Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан.
Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай.
Пурне те пурӑнӑҫ паракан Турӑ ячӗпе тата Понтий Пилат умӗнче Хӑй ҫинчен чаплӑн каласа пӗлтернӗ Христос Иисус ячӗпе сана ҫапла хушса калатӑп:
Пуяс текенсем вара, шуйттан илӗртнипе улталанса, танатана ҫакланаҫҫӗ. Вара вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса шар кураҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ.
мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ.
Ҫав ырӑлӑх пире кунти пурӑнӑҫра Турӑсӑр ӗҫсене тата ку тӗнче киленӗҫне пӑрахӑҫласа, таса шухӑшлӑ та тӳрӗ, Турра хисеплесе пурӑнма вӗрентет.
Пире, Унӑн ырӑлӑхӗпе тӳрре тухнӑскерсене, хамӑр шаннӑ пекех, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Вӑл Святой Сывлӑшне Иисус Христос урлӑ ҫителӗклех пачӗ.
Вара Иисус Христос Хуҫамӑрӑн, Ҫӑлаканӑмӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн яриех уҫӑлӗ.