15 Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн пӗртен-пӗр, хӑватлӑ, ырӑлӑхлӑ патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи тӗнчене Христоса ярӗ.
Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.
Ырӑлӑхлӑ Туррӑн мухтавлӑ Ырӑ Хыпарне пӗлтерме мана та шанса панӑ.
Ӗмӗрлӗх Патшине, вилӗмсӗр те курӑнми пӗртен-пӗр ӑслӑран та ӑслӑ Турра, ӗмӗр-ӗмӗр чыс та мухтав пултӑр. Аминь.
Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернине
Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем».
Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.