Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр.
Чарса тӑраканнине сирсессӗн вара Турра хирӗҫ ҫын килӗ. Анчах та Иисус Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ҫӑварӗнчи сывлӑшӗпех ҫапса антарӗ, Хӑй иккӗмӗш хут килнипе пӗтерӗ.
Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.
Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ.
Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.