Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 6:13 - Синодальный НЗ

13 Пурне те пурӑнӑҫ паракан Турӑ ячӗпе тата Понтий Пилат умӗнче Хӑй ҫинчен чаплӑн каласа пӗлтернӗ Христос Иисус ячӗпе сана ҫапла хушса калатӑп:

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 6:13
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус.


Вара Ӑна ҫыхтарнӑ та Рим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.


«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.


«Ҫӳлтен паман пулсан санӑн Манпа пуҫ пулма нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ, – тавӑрнӑ Иисус, – ҫавӑнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ».


Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.


Ашшӗ Хӑй чӗрӗлӗхлӗ пулнӑ пекех, Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ пулма панӑ.


Этем аллипе туни нимӗн те Ӑна кирлӗ мар. Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх тата тем те пӗр парса тӑрать.


Вӗсем, сирӗн ӗҫӗн уссине курсан, эсир Христосӑн хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпарӗ хушнине тунӑшӑн, пурри-ҫуккине хӑйсемпе те, ытти ӗненекенсемпе те чунтан пайланӑшӑн Турра мухтӗҫ.


Мӗншӗн тесен эсир пурсӑр та Христос Иисуса ӗненнипе Турӑ ывӑлӗсем пулса тӑтӑр.


Хама вӑй-хӑват панӑ Христос Иисус Хуҫамӑра тав тӑватӑп. Вӑл мана шанса Хӑйшӗн ӗҫлеме ирӗк пачӗ.


Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.


Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре, этемпе Турӑ хушшинче Тӑраканни те – Иисус Христос ҫын – пӗрре.


Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай.


Эсӗ ӗненӳшӗн чыслӑн кӗреш. Сана ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн суйласа илнӗ. Эсӗ ун ҫинчен нумай ҫын умӗнче аван ҫирӗплетсе пӗлтертӗн. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗресчӗ тесе тӑрӑш.


«Мӗн пулмалли пулчӗ! – терӗ Вӑл мана. – Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп.


Унтан вара ангел мана чӗрӗлӗх шывӗн юхан шывне кӑтартрӗ. Юхан шывӗ, Турӑпа Путек престолӗ патӗнчен юхса тухса, витӗр курӑнакан пӑр пек йӑлтӑртатать.


«Лаодики чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: шанчӑклӑ та чӑн ҫирӗплетсе калакан Аминь, Турӑ пултарнин пуҫламӑшӗ, ҫапла калать, те:


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ