Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 6:11 - Синодальный НЗ

11 Эсӗ вара, Туррӑн ҫынни, унашкаллинчен пӑрӑнса ҫӳре; тӳрӗлӗх, Турра хисеплени, ӗненӳ, юратулӑх, чӑтӑмлӑх, йӑвашлӑх патне ӑнтӑл.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 6:11
40 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эппин, пӗр-пӗрне килӗштерсе, ӗненӳре ҫирӗплетсе пурӑнмалли майсене шырар.


Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, кӗлеткесене пуҫҫапассинчен пӑрӑнса ҫӳрӗр.


Юратулӑх патне ӑнтӑлӑр. Турӑ Сывлӑшӗн парнисене, уйрӑммӑнах пророкла калаҫас пултарулӑха, илме тӑрӑшӑр.


Аскӑнлӑхран пӑрӑнӑр: этем тӑвакан кирек епле ҫылӑх та унӑн ӳт-пӗвӗн тулашӗнче. Аскӑн ҫын вара хӑйӗн ӳт-пӗвне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать.


Иисус Христоса ӗненсе юратсан вара чун-чӗрем Хуҫамӑрӑн Иисус Христосӑн ырӑлӑхӗпе тулчӗ.


Сана ҫамрӑк тесе никам та ҫӳлтен ан пӑхтӑр. Ӗненекенсем санӑн сӑмахна, пурӑнӑҫна, юратулӑхна, чун-чӗмне, ӗненӗвне, тасалӑхна тӗслӗх вырӑнне хуччӑр.


Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла.


Тимофей! Хӑвна шанса панине упра. Пуш сӑмахран тата пӗлӳ текен, анчах чӑнлӑха хирӗҫлекен суя сӑмахран пӑрӑн.


Ҫапла вара, йӗркесӗрлӗхрен тасатнӑ ҫын чаплӑ савӑт евӗр. Вӑл – Хуҫине юрӑхлӑ, сӑвапласа тасатнӑ, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫре усӑ курмалли хатӗр.


Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл.


Ӳкӗтӗм, пурӑнӑҫӑм, тӗллевӗм, ӗненӗвӗм, чӑтӑмлӑхӑм, юратулӑхӑм, ҫирӗплӗхӗм, терт-асапӑм – ҫаксем пурте саншӑн тӗслӗх. Антиохипе Иконире тата Листрӑра мана ӗненӳшӗн мӗнле хӗн-хур, терт-асап кӑтартнине эсӗ пӗлетӗн. Ҫав хӗн-хура эпӗ тӳссе ирттертӗм. Хуҫа Турӑ мана хӑтарса хӑварчӗ.


Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр.


Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ ӗҫ тутӑр; канӑҫлӑх шыраса канӑҫлӑх патне ӑнтӑлтӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ