Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 6:10 - Синодальный НЗ

10 Мӗншӗн тесен пӗтӗм инкек-синкек сӑлтавӗ – укҫана юратни. Хӑшӗ-пӗри, укҫа хыҫҫӑн хӑваласа, ӗненӗвӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса кайрӗҫ те хӑйсене валли хӑйсемех нумай хуйхӑ тупрӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 6:10
49 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.


Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.


«Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли мул ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, вӑрӑсем те ҫӗмӗрсе кӗрсе вӑрлаҫҫӗ.


анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗпе ытти илӗртӳсем вӗсен чунне тулса сӑмаха пусса лартаҫҫӗ те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.


Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех.


Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр.


Шел пулин те, хӑшӗ-пӗрисем, ҫавнашкал пӗлӳ хыҫҫӑн кайса, ӗненӳрен пӑрӑнчӗҫ. Сана Турӑ тивлечӗ пултӑр. Аминь.


Пуяс текенсем вара, шуйттан илӗртнипе улталанса, танатана ҫакланаҫҫӗ. Вара вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса шар кураҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ.


Мӗншӗн тесен ҫынсем хӑйсене тата укҫана кӑна юратӗҫ. Вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, мухтанчӑк, усал чӗлхеллӗ пулӗҫ; ашшӗ-амӑшне итлеме пӑрахӗҫ. Вӗсем тав тума та, ҫынна юратма та, Турра хисеплеме те пӗлмӗҫ.


мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ.


Вӗсен ҫӑварӗсене хупламалла: мула хапсӑннипе вӗсем Турра юрӑхсӑррине вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, ҫапла вара ҫынсене килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.


Эй, тӑвансем! Сирӗнтен пӗри-пӗри чӑнлӑхран пӑрӑнса кайсан, тепри ӑна чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тавӑртӑр.


Хуйхӑ пулӗ вӗсене! Вӗсем Каин ҫулӗпех пыраҫҫӗ, мула хапсӑнса Валаам пек улталанаҫҫӗ, Корей пек кутӑнлашсах пӗтеҫҫӗ.


корицӑпа фимиам, мирӑпа ладан, хӗрлӗ эрехпе олив ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑхсем, лашасемпе кӳмеллӗ урапасем, чурасем – никама та кирлӗ пулмӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ