6 Киленсе кӑна пурӑнакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ пулать.
Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
Кайран хама: санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать. Ӗҫсе ҫи те савӑнса кан!“ – тейӗп.
Часах кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗнне пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та инҫетри ҫӗр-шыва тухса кайнӑ. Унта путсӗр пурӑнса вӑл хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ.
Ку ывӑлӑм манӑн вилнӗччӗ, халӗ акӑ чӗрӗлчӗ! Ҫухалнӑччӗ, акӑ тупӑнчӗ!“ Унтан вӗсем ӗҫсе-ҫисе савӑнма пуҫланӑ.
Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»
Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ. Вӑл чи хаклӑ йышши тумтирпе ҫӳренӗ, куллен чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Чаплӑ тумланакансем, пуян пурӑнакансем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ.
Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».
Ҫылӑхӑрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилӗччӗ. Анчах та Турӑ, сирӗн ҫылӑхсене каҫарса, сире те Унпа пӗрле чӗртнӗ.
Унашкаллисем ют кил-йыша йӑпшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ те ҫӑмӑлттай хӗрарӑмсен ӑс-хакӑлне тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмӗсем те тӑрлавсӑр кӑмӑлӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
Эсир ку тӗнчере иртӗхсе, киленсе пурӑнтӑр; ӗнтӗ пусма самӑртнӑ выльӑх пекех мӑнтӑрланса кайрӑр.
Вӑл мӗн чухлӗ чаплӑланчӗ, пуянлӑхӗпе мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр. Мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах хӑй ӑшӗнче: „Эп патшара ларатӑп, эп тӑлӑх арӑм мар, нихҫан та хурлӑх курмӑп“, – тет.
«Сардис чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗпе ҫичӗ ҫӑлтӑр Пурри ҫапла калать, те: „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Ӗненекен ушкӑн ятлӑ пулин те, санӑн чиркӗвӳ чӗрӗ мар, вилӗ.