4 Енчен те тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсассӑн, вӗсем чи малтан кил-йышне хисеплеме вӗренччӗр. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне ырӑпа тавӑрччӑр. Ҫапла туни Турра юрӑхлӑ.
Ӗненекенсен кил-йышӗнче тӑлӑх арӑм пур пулсан, чиркӗве йывӑр ан пултӑр тесе, тӑлӑха хӑйсемех пулӑшчӑр. Вара чиркӳ хӑр тӑлӑх арӑмсене пулӑшма вӑй ҫитерӗ.