3 Хӑр тӑлӑх тӑрса юлнӑ арӑмсене хисеплесе пулӑш.
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.
Ҫав сакӑр вун тӑватӑ ҫулхи упӑшкасӑр карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен кайманпа пӗрех. Вӑл, Турра хисеплесе, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, кунӗн-ҫӗрӗн кӗлтунӑ.
Хула хапхи патне ҫитеспе Вӑл хуларан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухакансене тӗл пулнӑ. Вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ, халӑх унта нумай пуҫтарӑннӑ.
Хӑй патне Нафанаил пынине курсан Иисус каланӑ: «Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, вӑл ултав мӗнне те пӗлмест».
Вӗренекенсем йышлансах пынӑ. Грекланнӑ еврейсем ҫав кунсенче Иудейӑри еврейсене ӳпкелешме пуҫланӑ. Кулленхи пая валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене кӳрентеретӗр тенӗ вӗсем.
Петр вӗсемпе пӗрлех кайнӑ. Ҫитсенех ӑна хӑтлӑ пӳлӗме илсе кӗнӗ. Куҫҫульленнӗ тӑлӑх арӑмсем Тавифа хӑйсем валли ҫӗленӗ кӗпе-тумтире Петра кӑтартма пуҫланӑ.
Петр ӑна аллинчен тытса ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Кайран вӑл ӗненекен тӑвансемпе тӑлӑх арӑмсене кӗме хушнӑ, лешсем кӗнӗ те чӗрӗ-сывӑ Тавифӑна курнӑ.
Пире этем мухтавӗ кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те.
Карчӑксене аннӳ вырӑнне хурса, ҫамрӑк хӗрарӑмсене йӑмӑку вырӑнне хурса таса чунлӑн ӳкӗтле.
Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.
Пурне те сума сӑвӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, Турӑран хӑрӑр, патшана хисеплӗр.
Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса, черчен савӑт-сапана тыткаланӑ пек, упраса пурӑнӑр, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнпе пӗрлех парнелӗхе чӗрӗлӗх илес ҫынсем тесе хисеплӗр. Вара сире таса чунтан кӗлӗ тума нимӗн те чӑрмантармӗ.