23 Шыв ӗҫсе кӑна ан пурӑн, малашне кӑштах хӗрлӗ эрех те ӗҫкеле. Вара вар-хырӑмна усӑ пулӗ, тӑтӑшах чирлемӗн.
Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ.
Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, вӑл путсӗре кӑларать. Ун вырӑнне чун-чӗрӗре Святой Сывлӑшпа тултарӑр.
Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр.
Ҫавнашкалах диаконсем те хисепе тивӗҫ ҫынсем пулмалла. Вӗсем икӗ питлӗ, ӗҫкӗҫ, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан ҫынсем ан пулччӑр.
Турӑ пултарни вара йӑлтах лайӑх, тав туса йышӑнсассӑн йӑлтах аван,
Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр.
Карчӑксем ӗненекене килӗшӳллӗ пек тумланччӑр; элеклемесӗр, сӑра-эрех ӑшне путмасӑр пурӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр.