18 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан хупла» тата «Ӗҫлекен ҫын тӳлев илме тивӗҫлӗ» (Саккуна астутарни 25:4; Лука 10:7).
Ҫул ҫине хутаҫ та, тепӗр кӗпепе пушмак та, туя та ан илӗр. Ӗҫлекене мӗн кирлине пама тивӗҫлӗ.
Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.
«Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ», – тенӗ Ҫырнинче.
Турӑ Хӑй тӗнчене пултаричченех пӗлсе тӑнӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахман. Илия, Израиль халӑхне ӳпкелесе, Турра епле тархаслани ҫинчен Ҫырнинче мӗн каланине пӗлместӗр-им эсир?
Ҫырнинче мӗн каланӑ-ха? «Авраам Турра ӗненнӗ, Турӑ ҫакна тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ».
Ҫырнинче Турӑ Египет патшине ҫапла каланӑ: «Сан урлӑ Хамӑн вӑй-хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм».
Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем ӳкӗтлесе-вӗрентсе хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илччӗр тесе Хуҫамӑр та хушса хӑварнӑ.
Ӗненӗве пула ытти халӑхсем те тӳрре тухасси пирки Ҫырнинчех каланӑ. Турӑ Авраама ун ҫинчен малтанах ҫапла пӗлтернӗ: «Сан урлӑ пур халӑх та пиллӗхлӗ пулӗ».
Е Ҫырнинче ҫак сӑмахсене ахаль каланӑ пулӗ тетӗр-и? Акӑ вӑл сӑмахсем: «Турӑ пирӗн ӑшри Хӑйӗн сывлӑшне кӗвӗҫес таранах савать».