Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 5:17 - Синодальный НЗ

17 Чиркӗве ертсе пыракан пресвитерсене, уйрӑммӑнах тӑрӑшса ӳкӗтлекеннисене, вӗрентекеннисене, ыттисенчен ытларах хисепле.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 5:17
41 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм.


Хӑвӑра хапӑлласа йышӑннӑ ҫуртрах пурӑнӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр. Мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.


Иисус вара ҫапла каланӑ: «Кам шанчӑклӑ, ӑслӑ кил пӑхакан? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ.


Эпӗ сире хӑвӑр акман тырра вырма яратӑп. Ҫав уй-хирте пӗрисем ӗҫлерӗҫ, эсир вара вӗсемпе пӗрле вырнипех пая кӗретӗр».


Шутланӑ та тунӑ. Мӗн пуҫтарнине вӗсем Варнавӑпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янӑ.


Ҫапла тӑрӑшса халсӑррисене пулӑшмаллине, Иисус Хуҫамӑр сӑмахне асра тытмаллине эпӗ сире хамӑн тӗслӗхӗмпе кӑтартса патӑм. Иисус Хӑй ҫапла каланӑ: „Парасси илессинчен пахарах“».


Кунта пире питӗ лайӑх пӑхса усрарӗҫ, ҫул ҫине мӗн кирлине те пӗтӗмпех парса ячӗҫ.


ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр.


Вӗсем тӑрӑшнине ырламалла. Тепӗр тесен, вӗсем Иерусалимри ӗненекенсене парӑмлӑ та. Иерусалимрисен чун-чӗм пуянлӑхӗпе ытти халӑхсем те усӑ кураҫҫӗ пулсан, ун вырӑнне вӗсен ӳт-пӗве кирлӗ пуянлӑхпа тавӑрса памалла.


Хуҫамӑршӑн вӑй хуракан хӗрарӑмсене, Трифенпа Трифоса, манран салам. Хуҫамӑршӑн нумай тӑрӑшнӑ хаклӑ Персидӑна та манран салам ҫитерӗр.


Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.


Эсир ҫав малтанхи ӗненекенсемпе сӑпайлӑ пулӑр, Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлекенсене тата пулӑшакансене пурне те хисеплӗр.


Мӗншӗн тесен эпир – Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем, эсир – Туррӑн уй-хирӗ, Туррӑн ҫурчӗ.


Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.


Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн пур туприне вӗрентекенӗпе пайлатӑр.


чӗрӗлӗх сӑмахне упрӑр. Вара, Христосӑн кунӗ ҫитсессӗн, тӑрӑшуллӑ ӗҫӗмпе, тунӑ ӗҫӗм харама кайманнипе мухтанма та пултарӑп.


Ӑна ытти ӗненекен тӑвансене йышӑннӑ пекех савӑнса хапӑл тусамӑрччӗ, Хуҫамӑр ячӗпе сума сусамӑрччӗ.


Санран вара, ӗҫӗмри шанчӑклӑ юлташӑм, ҫакна ыйтатӑп: эсӗ вӗсене пӗр чӗлхе тупма пулӑш. Вӑл хӗрарӑмсем манпа тата Климентпа пӗрле, ыттисемпе пӗрле (вӗсен ячӗсене пурӑнӑҫ кӗнекине кӗртнӗ ӗнтӗ) Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ.


Енчен те ҫын хӑйӗн кил-йышне, хуҫалӑхне йӗркеллӗ тытаймасть пулсан, епле-ха вӑл Турӑ Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшайтӑр?


Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан.


Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр.


Хӑвна та, ху мӗне вӗрентнине те лайӑхрах пӗлме тӑрӑш. Ҫапла тусассӑн ҫеҫ эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлма пултарӑн.


Эсӗ ҫакна ӗненекен тӑвансене ӑнлантарса парсассӑн, Иисус Христосӑн лайӑх тарҫи пулатӑн. Лайӑх тарҫӑ вара ӗненӳ сӑмахӗсенчен тата хӑй йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳрен вӑй-хӑват илет.


Иккӗн е виҫҫӗн айӑп кӑтартмасӑр пресвитера айӑпланине ан йышӑн.


Хӑр тӑлӑх тӑрса юлнӑ арӑмсене хисеплесе пулӑш.


Тертленсе тырӑ-пулӑ ӳстернӗ ҫӗр ӗҫченӗ те хӑйӗн пайне чи малтан илме тивӗҫ.


Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.


Хӑвӑр вӗрентӳҫӗрсене итлӗр, пӑхӑнӑр. Вӗсем сирӗншӗн Турӑ умӗнче яваплӑ, ҫавӑнпа вӗсем сирӗн чунӑршӑн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр тесе (вӗсем хуйхӑрса ӗҫленинчен сире усӑ пулас ҫук), вӗсене пӑхӑнӑр.


Хӑвӑра вӗрентекенсемпе ӗненекенсене пурне те салам калӑр. Италирисем те сире салам яраҫҫӗ.


Хӑвӑра Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ ӳкӗтлевҫӗсене асрах тытса тӑрӑр. Вӗсем тивӗҫлӗ пурӑнса тивӗҫлӗ вилнине курсассӑн, вӗсем пекех ӗненме тӑрӑшӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ