Вӗсем мӑшӑрланма, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе ҫиме чарӗҫ. Анчах та ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлекенсем тав туса ҫиччӗр тесе пур апат-ҫимӗҫе те Турӑ пултарнӑ-ҫке-ха.
Ҫамрӑккисене вара чиркӳри тӑлӑх арӑмсен шутне ан кӗрт. Мӗншӗн тесен Христоса чунтан парӑнас вырӑнне вӗсем ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, качча тухас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ.