Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 4:8 - Синодальный НЗ

8 Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 4:8
52 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана каҫарӗҫ, Святой Сывлӑша хирӗҫ калакана вара кунти пурӑнӑҫра та, лери пурӑнӑҫра та каҫармӗҫ».


Кам та кам кил-ҫуртне, тӑванӗсене, ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, ани-ҫаранне Ман ятӑмшӑн пӑрахса хӑварнӑ, Турӑ ӑна ҫӗр хут та ытларах тавӑрса парӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ тӑвӗ.


Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне, Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр, ытти вара сирӗн пурте пулӗ.


халех, ҫак хӗсӗрлев саманинчех кил-ҫуртне те, тӑванне те, ашшӗ-амӑшне те, ачисене те, ани-ҫаранне те ҫӗр хут ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара вӑл ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ.


Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултармалла, вара вӗсем иккӗшӗ те упранса юлӗҫ.


Тата эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турра юратакансене, Турӑ ирӗкӗпе чӗнсе илнисене кирек мӗн те ырри патне илсе пырать.


Павел та, Аполлос та, Кифа та, тӗнче те, пурӑнӑҫ та, вилӗм те, хальхи те, пуласси те – пурте сирӗн.


Анчах та апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне кӑшт та ҫывхартмасть. Ҫисессӗн те пирӗн нимӗн те хутшӑнмасть, ҫимесессӗн те эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр.


Карчӑк-кӗрчӗкӗн юрӑхсӑр сӑмах-юмахне итлессинчен пӑрӑн, Турра хисеплессине аталантар.


Кам та кам урӑхла вӗрентет, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗсемпе тата Турра хисеплемелли вӗрентӳпе килӗшмест, –


Усӑсӑр тавлашусем пӑсӑк ӑслӑ ҫынсем хушшинче сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсем, чӑнлӑха ҫухатса, Турра хисеплени пуйтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унашкаллисемпе ан ҫыхлан.


Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫынсемшӗн Турра хисеплени, чӑнах та, пысӑк пуянлӑх.


Вӗсем Турра хисепленҫи тӑвӗҫ, анчах та ӑшра хисеплемӗҫ. Эсӗ вӗсемпе ан ҫыхлан.


Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ.


Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.


Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама шантарнӑ.


Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑмӑн Ҫуртӗнче тӗреклӗх юпи тӑвӑп, вӑл Турӑ Ҫуртӗнчех юлӗ. Ун ҫине Эпӗ Туррӑм ятне, ҫӳл тӳперен, Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑм хулин – ҫӗнӗ Иерусалимӑн – ятне тата Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма ҫырса хурӑп.


Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ