Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен илтсе пӗлнӗ кашни саккун вӗрентӳҫине кил хуҫипе танлаштарма пулать. Ҫав хуҫа хӑй пурлӑхне упракан вырӑнтан киввине те, ҫӗннине те илсе тухать».
Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ.
Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм.
Турӑ пире Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшма пултарулӑх панӑ. Ҫав Халалра вара чи кирли – ҫырнӑ сас палли мар, Сывлӑш. Мӗншӗн тесен саккунри чӗрӗ мар сас палли вилӗм кӳрет, Сывлӑш вара чӗрӗлӗхлӗ тӑвать.
Ҫакна эсир пӗлетӗр пулин те, татах асилтерес тетӗп: Хуҫа Турӑ Хӑйӗн халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса ҫӑлса хӑварнӑ, анчах та ӗненес теменнисене кайран пӗтернӗ.