чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ ҫимелле мар, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен хатӗрлемелле мар, аскӑнланмалла мар, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫаксене тытса пырсан, аван тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».
Ӗненекен урӑх халӑх ҫыннисем патне вара эпир ҫапла ҫыру ятӑмӑр: чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫе ан ҫийӗр, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен ан хатӗрлӗр, аскӑнлӑхран сыхланӑр. Ҫаксене тытса пыни ҫителӗклӗ».
Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран эпӗ ҫакна ҫирӗп ӗненетӗп: хӑйне тӗллӗн нимӗн те таса мар пулмасть. Кам мӗне те пулин таса мар тесе шутлать, ҫавӑ уншӑн таса мар.
Кунсене уяканни Хуҫа Турӑшӑн уять. Кунсене тиркеменни те Хуҫа Турӑшӑн тиркемест. Апат тиркеменни Хуҫа Турӑшӑн тиркемест, мӗншӗн тесен вӑл Турра тав туса ҫиет. Апат уяканни те Хуҫа Турӑшӑн уять, мӗншӗн тесен вӑл та Турра тав тӑвать.
Вӗсем мӑшӑрланма, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе ҫиме чарӗҫ. Анчах та ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлекенсем тав туса ҫиччӗр тесе пур апат-ҫимӗҫе те Турӑ пултарнӑ-ҫке-ха.