Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 4:14 - Синодальный НЗ

14 Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 4:14
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Шутланӑ та тунӑ. Мӗн пуҫтарнине вӗсем Варнавӑпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янӑ.


Вара ӗненекенсем типӗ тытса кӗлтунӑ та, Варнавӑпа Савл ҫине аллисене хурса, вӗсене ӑсатса янӑ.


Павел вӗсем ҫине аллине хурсан, вӗсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе тата пророкла калаҫа пуҫланӑ.


Ку чӑнах ҫапла пулнине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Мана вӗсем Дамаскри тӑвансем валли ҫыру та ҫырса парса янӑччӗ. Вара эпӗ, унта ӗненекенсене сӑнчӑрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, ҫула тухрӑм.


Вӗсене апостолсем умне тӑратнӑ. Апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.


Петрпа Иоанн вӗсем ҫине аллисене хурсан тин вӗсен чун-чӗрисем Святой Сывлӑшпа тулнӑ.


Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ,


Пурин куҫӗ умӗнче те сан ҫитӗнӗвӳсем паллӑ пулччӑр тесен, яланах тивӗҫӳ ҫинчен шухӑшла, пӗтӗм чунна парса тӑрӑш.


Чиркӗве ертсе пыракан пресвитерсене, уйрӑммӑнах тӑрӑшса ӳкӗтлекеннисене, вӗрентекеннисене, ыттисенчен ытларах хисепле.


Иккӗн е виҫҫӗн айӑп кӑтартмасӑр пресвитера айӑпланине ан йышӑн.


Алӑ хумалли йӑлана та васкаса ан ту, пӗлнӗ-пӗлмен ҫынна чиркӳре ӗҫлекен туса, унӑн ҫылӑхӗсене ан хутшӑн. Чун тасалӑхне упра.


Эсӗ ӗненӳшӗн чыслӑн кӗреш. Сана ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн суйласа илнӗ. Эсӗ ун ҫинчен нумай ҫын умӗнче аван ҫирӗплетсе пӗлтертӗн. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗресчӗ тесе тӑрӑш.


Ҫавӑнпа та асту, Турӑ панӑ пултарулӑха сӳнме ан пар; ҫав пултарулӑха эпӗ сана алӑ хурсах парсаттӑм.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ