Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 4:13 - Синодальный НЗ

13 Эпӗ пыриччен эсӗ ҫынсене Ҫырнине вуласа пар, ӳкӗтле, вӗрент.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 4:13
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.


Кунти халӑх Фессалоника ҫыннисенчен пархатарлӑрах пулнӑ, Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. Кунсеренех вӗсем апостолсем вӗрентнине Ҫырнинче каланипе танлаштарса тӗрӗсленӗ.


Эпир хамӑр вара ялан кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑнӑпӑр».


ӳкӗтлекен пулсан – ӳкӗтлетӗр, валеҫекен пулсан – таса чунпа валеҫтӗр, пуҫлӑх пулсан – тӑрӑшса ертсе пытӑр, пурлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшакан пулсан – савӑнсах пулӑштӑр.


Ҫапла вара, тӑвансем, мӗн тумалла-ха? Акӑ эсир чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнатӑр. Пӗри псалом ӑсти, тепри ӳкӗт ӑсти, тата тепри тӗрлӗ чӗлхе ӑсти. Хӑшӗн Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫма, теприн ӑнлантарса пама пултарулӑх пур. Пурте вӗсем чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн усӑллӑ пулччӑр.


Пророкла калаҫакан вара ҫынсене ӳкӗтлесе, хавхалантарса, лӑплантарса калаҫать.


Эй, тӑванӑмсем! Калӑпӑр, эпӗ сирӗн патӑра пырсан пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӑп. Ҫав хушӑрах эпӗ сире Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса памасан, пӗлӳ памасан, пророкла калаҫмасан, вӗрентмесен сире мӗн усси пулӗ?


Хӑвна та, ху мӗне вӗрентнине те лайӑхрах пӗлме тӑрӑш. Ҫапла тусассӑн ҫеҫ эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлма пултарӑн.


Эсӗ ҫакна ӗненекен тӑвансене ӑнлантарса парсассӑн, Иисус Христосӑн лайӑх тарҫи пулатӑн. Лайӑх тарҫӑ вара ӗненӳ сӑмахӗсенчен тата хӑй йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳрен вӑй-хӑват илет.


Ҫитменнине, эсӗ ачаранах Таса Ҫырнине пӗлсе ҫитӗннӗ. Ҫырнинче мӗн калани сана Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупмашкӑн ӑслӑлӑх парать.


Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.


Ҫапла каласа ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле! Сан ҫине никам та ҫӳлтен ан пӑхайтӑр!


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ