Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 4:12 - Синодальный НЗ

12 Сана ҫамрӑк тесе никам та ҫӳлтен ан пӑхтӑр. Ӗненекенсем санӑн сӑмахна, пурӑнӑҫна, юратулӑхна, чун-чӗмне, ӗненӗвне, тасалӑхна тӗслӗх вырӑнне хуччӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 4:12
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.


Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр.


Эй, тӑванӑмсем! Юлашкинчен ҫакна калам: чӑнни, хисепли, тӗрӗсси, таси, юратулӑхпа ырӑ сӑмаха тивӗҫли пирки, кӑмӑллипе мухтавли пирки шухӑшлӑр.


Ӗненӳшӗн хӗн-хур тӳсме лексен те, эсир пирӗн сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. Ҫапла майпа эсир те пирӗн евӗрлӗ, Хуҫамӑр евӗрлӗ пулса тӑтӑр.


Эпир сирӗнпе, ӗненекенсемпе, пӗрле пулнӑ чухне хамӑра епле сӑваплӑ, тӳрӗ, тиркеме те ҫук тыткаланине эсир хӑвӑр та, Турӑ та ҫирӗплетме пултарать.


Иисус Христоса ӗненсе юратсан вара чун-чӗрем Хуҫамӑрӑн Иисус Христосӑн ырӑлӑхӗпе тулчӗ.


Турӑ умӗнче ырӑ ята тивӗҫмешкӗн тӑрӑш; пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫчен пек, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрент.


Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл.


Эпӗ мӗн калани пирки тӗплӗн шухӑшла. Хуҫамӑр сана йӑлтах ӑнланмалла тутӑрах.


Ҫапла каласа ӳкӗтле, пӗтӗм хӑватупа питле! Сан ҫине никам та ҫӳлтен ан пӑхайтӑр!


Ырӑ ӗҫӳпе вӗсемшӗн тӗслӗх пул. Эсӗ ӳкӗтлени таса та танлӑ, пӑсӑк мар пултӑр.


Сирӗнтен кам чӑннипех те ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫав хӑй ӑсне тӳрӗ пурӑнса, ӑслӑ йӑвашлӑхӗпе ырӑ ӗҫсем туса кӑтартса патӑр.


Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах – таса, унтан – татуллӑ, сӑпайлӑ, пӑхӑнуллӑ, пысӑк хӗрхенӳллӗ те ырӑ ӗҫлӗ, тӗрӗслӗхлӗ, икӗ питлӗ мар.


Хӑвӑра пӑхма шанса панисем вӗсем сирӗн мар – Туррӑн. Ҫавӑнпа вӗсемпе ан хуҫаланӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ