Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Тимофей патне 1-мӗш 3:7 - Синодальный НЗ

7 Тата чиркӳ пуҫлӑхӗ ҫинчен чиркӗве ҫӳременнисем те ырӑпа калаҫчӑр. Ун пирки япӑх калаҫсан унӑн шуйттан танатине лекмелле пулӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Тимофей патне 1-мӗш 3:7
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».


Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ».


Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм.


Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑр хушшӑртан шанчӑклӑ, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ тата ӑслӑ ҫичӗ ҫынна суйлӑр. Ҫак ӗҫе туса пыма вӗсене шанса парӑпӑр.


Иудейсемшӗн те, грексемшӗн те, Турӑ чиркӗвӗшӗн те ҫылӑха кӗмелли сӑлтав пулас марччӗ тесе пурӑнӑр.


Ӗненекен ушкӑнра маррисене айӑпласси ман ӗҫ-им? Хӑвӑр ушкӑнрисене вара хӑвӑрӑнах айӑпламалла мар-и?


Хамӑр ӗҫе ан хурлаччӑр тесе эпир никама та, нимӗнле те такӑнтармастпӑр.


мӗншӗн тесен ырришӗн пирӗн Хуҫа Турӑ умӗнче кӑна мар, ҫынсем умӗнче те тӑрӑшмалла.


Ӗненменнисемпе хутшӑнни сая ан кайтӑр тесен, хӑвӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр.


Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ.


Ҫапла вара, ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене манӑн качча кайма, ача-пӑча ҫуратма, кил-ҫурта пӑхса тӑма хушас килет. Ҫапла тусан вӗсем хамӑр тӑшмансене усал сӑмах сарма сӑлтав памӗччӗҫ.


Пуяс текенсем вара, шуйттан илӗртнипе улталанса, танатана ҫакланаҫҫӗ. Вара вӗсем тӗрлӗ ӑссӑр та сиенлӗ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса шар кураҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ.


таса шухӑшлӑ, ҫылӑха кӗмесӗр пурӑнма, килшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса пурӑнма вӗрентчӗр – ҫапла тусан Турӑ сӑмахӗ хур пулмӗ.


Сӑмаху сулмаклӑ та тиркеме ҫук пултӑр, пире хирӗҫлекен пирӗн ҫинчен начар калайманнипе намӑса юлтӑр.


Димитрий ҫинчен пурте лайӑхпа кӑна асӑнаҫҫӗ, чӑнлӑх хӑй ун ҫинчен каласа ҫирӗплетет. Ун ҫинчен эпир те шантарсах калатпӑр, эпир ҫирӗплетни чӑн пулнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ