6 Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ.
Эй, тӑвансем! Ӗнтӗ эпӗ сирӗнпе Сывлӑшшӑн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек мар, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христос ӗненӗвӗнчи пӗчӗк ачасемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм.
Халӗ кӗлеткесене чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ пирки калам. Ун пирки хамӑрӑн пӗлӳ пурри паллӑ ӗнтӗ, анчах та пӗлӳ пуҫа каҫӑрттарать, юратулӑх вара аталантарать.
ҫавӑ мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест. Анчах та, ҫиеле тухасшӑн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кӗвӗҫӳ, хирӗҫӳ, йывӑр сӑмах, киревсӗр шанманлӑх ҫуратаҫҫӗ.
Эсир те, кӗҫӗннисем, аслисене итлӗр. Вара пурте, пӗр-пӗрне итлесе, пӗр-пӗринпе сӑпайлӑ та йӑваш пулӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ мӑн кӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене Хӑйӗн тивлетне парать.